Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сум кăна мар, парне те

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Какаç ялĕнче пурăнакан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕ Мария Ильинична 90 çулхи юбилейĕпе саламлама тăван-пĕтĕнĕ кăна мар, Элĕкрен те, ытти çĕртен те йышлăн килсе çитрĕç. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçисен тивĕçне пурнăçлакан Наталия Николаева Мария Ильиничнăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне пачĕ. Унсăр пуçне хисеплĕ ватăна социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Галина Григорьева, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Инга Игнатьева ăшшăн саламларĕç, парнепе чысларĕç.

Ветеран хăйне аван туять, пурнăçри пур саманта та лайăх ас тăвать, Шĕвĕшри шкулта тăватă класс кăна вĕреннĕ, ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ, хастарлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ. Çулĕсем пур пулин те халĕ те пушă лараймасть тăванĕсемпе çывăх çыннисен хÿттинче пурăнакан ĕç ветеранĕ.



"Хыпар"
22 ноября 2014
16:21
Поделиться
;