Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул ачисен олимпиада тапхăрĕ пырать

Ĕç эрни черетлĕ планеркăран пуçланчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Никитина ирттерчĕ.Вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев паянхи кун районта астрономипе, вырăс литературипе тата физкультурăпа олимпиадăсем иртнине палăртрĕ. Вĕренÿ заведенийĕсенче «Вилĕме ăçта сутнине кала!» уйăхлăх пыни, «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци вĕçленесси çинчен каларĕ.

Элĕк больницин тĕп врачĕ Анатолий Платонов сывлăх учрежденийĕнче ăшă çитменни çинче чарăнса тăчĕ, çитес вăхăтра чăрмавсене пĕтерме шантарчĕ. Районти информаципе консультаци центрĕн директорĕ Александр Петров килес çул валли вăрлăх хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Кондициллĕ вăрлăх паянхи кун 34 процент шутланать. Александр Владимирович палăртнă тăрăх, Шупашкарта иртекен купăста фестивальне районтан Тени ял тăрăхĕ хутшăнать.

Социаллă аталану, культурăпа архив ĕçĕсен заведующийĕ Людмила Семенова ку эрнере культура учрежденийĕсенче Амăшĕн кунне халалланă мероприятисем иртни çинчен пĕлтерчĕ.

Администраци ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров юн кун ĕç сыхлавĕпе вĕренÿ пулассине пĕлтерчĕ. Кунта ертÿçĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, ятарлă специалистсем хутшăнаççĕ. Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мăн Вылă, Крымсарайка, Тавăт, Шĕмшеш ял тăрăхĕсенче Администраци кунĕ иртет. Элĕк районĕн полици уйрăмĕн начальникĕ Андрей Константинов пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере полици уйрăмне 33 сообщени килнĕ, 15 çынна административлă явап тыттарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 ноября 2014
16:21
Поделиться
;