Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Патшалăх архивĕ пуянланать

Чăваш Республикин электронпа кинодокументаци патшалăх архивĕ «Эстафета памяти поколений» акцие тĕпе хурса районти Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисен докуменчĕсене пухма тытăннă.

Чÿк уйăхĕнче патшалăх архивĕн сотрудникĕсем Юнтапа ял тăрăхĕнче пурăнакан Андрей Аркадьевич Аркадьевпа Александр Алексеевич Моляков  патĕнче хăнара пулчĕç. Шкулти волонтер ушкăнĕсем ветерансен килĕсенче тăтăшах пулаççĕ, кил-çуртра пулăшаççĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен аса илĕвĕсем тата сăн ÿкерчĕкĕсем наука ĕçне çырнă хыççăн Чăваш Республикин архив фондне пуянлатĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 декабря 2014
09:32
Поделиться
;