Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Акцие хутшăнса тетте парнеленĕ

Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов пуçарăвĕпе «Çĕнĕ Раççее-уяв чăрăшĕ» Çĕнĕ çул умĕнхи акци иртрĕ. Ăна Донецк тата Луганск Халăх Республикисенче пурăнакан ачасемпе Раççейри тантăшĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе йĕркеленĕ. Тĕрлĕ çулхи ачасем вăрçă синкерне тÿснĕ тантăшĕсене валли телейпе ырлăх сунса хăйсен аллисемпе теттесем , открыткăсем ăсталанă. Çак ĕçе Элĕк районĕнчи шкулсенче пĕлÿ илекенсем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсем 200-е яхăн çемçе тетте пухрĕç, 100 ытла сувенир хатĕрлерĕç. Элĕк салинче пурăнакан Наталья Сергеева та пуçарулăх кăтартрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 декабря 2014
16:28
Поделиться