Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕтĕмлетÿ тăвиччен

Культура çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Унччен вара Элĕксем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартама тĕв тунă. Декабрĕн 8-мĕшĕнче Элĕк районĕнче «Культура эрни» старт илнĕ.

Вăл салари культурăпа кану центрĕнчи иртнĕ çамрăк артистсен концертĕнчен, спектакль сыпăкĕсене кăтартнинчен пуçланнă. Пухăннисем Ю.Мишшин - «Пукане», Т.Рикăн - «Сÿрек кăмăла сиплекен эмел», «Урасем утмаççĕ» юмахсене, «Шăна кăмпи» спектакле курса савăннă. «Культура эрнинче» мероприятисен программи питĕ анлă та киленÿллĕ. Кунта фестивальсем, литература каçĕсем, концертсемпе куравсем, кĕнеке презентацийĕсем йĕркелеме палăртнă. Вĕсене аслисемпе пĕрле çамрăксене те, ачасене те явăçтарĕç.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 декабря 2014
16:17
Поделиться
;