Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Истори олимпиадинче палăрнă

Çак кунсенче  Элĕкри вăтам шкулта  историпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Унта вĕренÿ учрежденийĕсенче 7-11-мĕш классенче пĕлÿ илекен ачасем, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкулти, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсенче мала тухнисем хутшăнчĕç.

7-8-мĕш классенче вĕренекенсем икĕ сехет хушшинче ăс-тăн çивĕчлĕхне палăртакан ыйтусем çине хуравларĕç, 9-11-мĕш классем виçĕ сехет хушши ĕçсене «шĕкĕлчерĕç».

Истори олимпиадин кăтартăвĕсем тăрăх çиччĕмĕш классен йышĕнче Мăн Ямаш вăтам шкулта пĕлÿ илекен Лидия Лаврентьева чи пысăк балл пуçтарнă. Саккăрмĕшĕсенчен Элĕкри Наталья Волкова, тăххăрмĕшсенчен Юнтапа шкулĕнчи Арина Степанова çĕнтернĕ. Вуннăмĕшсен йышĕнче Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен Руслан Антонов, вун пĕрмĕшсенчен Питĕшкассинчи Руслан Николаев палăрнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 декабря 2014
09:48
Поделиться
;