Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисеплĕ ватă - тăхăр вуннăра

Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан Елизавета Федоровна Волкова хăйĕн хисеплĕ юбилейне паллă тунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов вăрçă ветеранне 90 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă. Александр Николаевич Елизавета Федоровнăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне те панă. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Раиса Григорьева та хисеплĕ ватăна çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу суннă.

Елизавета Федоровна самаях çулланнине пăхмасăр хăйне лайăх туять, иртнине хумханса аса илет. Вăл 1924 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Кармал ялĕнче çуралнă. 1939 çулта шкултан вĕренсе тухнă та фермăра ĕçлеме пуçланă, пăрусем пăхнă. Е.Волкова нушине те пайтах курнă, вăрçă вăхăтĕнче вăрманта ĕçленĕ. Вăл 1958 çулта Терентий Волкова качча тухнă та Кĕçĕн Тăван ялне куçса кайнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Свердлов ячĕллĕ хуçалăхра вăй хунă. Хастар хĕрарăма медальсем парса та чыс тунă. Ăна 2 хĕрĕ, 3 мăнукĕ, 2 кĕçĕн мăнукĕ юратса пăхаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 декабря 2014
10:02
Поделиться
;