Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Республика конкурсĕнче мала тухнă

Пĕлтĕрхи раштав, кăçалхи кăрлач уйăхĕсенче Чăваш Енре «Манăн пĕчĕк çĕр-шыв: çут çанталăк, культура тата этнос» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республикăри тапхăрĕ иртрĕ. Унта пирĕн районтан Тенири тĕп шкулта вĕренекенсем, Мăн Вылăпа Мăн Ямашри вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакансем хутшăнчĕç.

Асăннă конкурсăн республикăри тапхăрне пĕтĕмлетнĕ май эксперт комиссийĕ Тенири тулли мар вăтам шкулта 6-мĕш класра пĕлÿ илекен Максим Максимов «Çут çанталăка тата культурăна хÿтĕлекен публицистика» номинацире 1-мĕш вырăна тухнине палăртнă.

Çĕнтерÿçĕ «Манăн пĕчĕк çĕр-шыв: çут çанталăк, культура тата этнос» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн Мускавра иртекен куçăмсăр тапхăрне хутшăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2015
10:51
Поделиться
;