Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăрусене асăнса тĕл пулу иртрĕ

Кăçал Тăван çĕр-шывăн Аслă вăçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитет. Çакна тĕпе хурса Раççей, республика тата район шайĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Тĕп тĕллев вара çитĕнсе пыракан ăрăва вăрçă çинчен тĕрĕс каласа парасси пулса тăрать.

Çĕнтерĕве халалласа Чăваш Енре «Ăрусен асĕнчи эстафета» акци пырать. Унта кашни район Асăну альбомĕ хатĕрлет, ăна черетпе тепĕр района парать. Асăнусене пĕр çĕре пуçтарса кĕнеке кăларма ĕмĕтленеççĕ. Юн кун, кăрлачăн 28-мĕшĕнче, пирĕн района та сумлă хăнасем килсе çитрĕç. Чи малтанах вĕсем культурăпа кану паркĕнчи палăк умне чечексем хучĕç, литературăпа краеведени музейĕнче пулчĕç, районти ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Хыççăн савăнăçлă мероприяти район администрацийĕн акт залĕнче малалла тăсăлчĕ. «Эпир ветерансем умĕнче пуç таятпăр. Эсир йывăрлăха пăхмасăр çĕнтерÿ еннелле талпăннă. Çакă Тăван çĕр-шыва юратни, паттăрлăх кăтартни пулать», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов. Чăваш Республикин Хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕркелĕх хуралĕсен органĕсен, вăрçă, ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Анатолий Пукки, конкурс комиссийĕн председателĕ Анатолий Филиппов, хула çумĕнчи ветерансен канашĕн çамрăксене патриотла воспитани парас, культурăпа массăллă мероприятисем ирттерес тата нацисем хушшинчи ĕçсене пăхса тухас енĕпе ĕçлекен комиссин председателĕ Михаил Лавин, районти ветерансен канашĕн председателĕ Анатолий Тимофеев тата Етĕрне районĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Алевтина Абакумова та тухса калаçрĕç. Хыççăн альбома эстафета мелĕпе Етĕрне районĕнчи ветерансен канашне пачĕç. Районти ветерансен хорĕ пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 января 2015
15:56
Поделиться
;