Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ленинград хулине хÿтĕленĕ

Иртнĕ кунсенче пирĕн çĕр-шывра пурăнакансем Ленинград хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 71 çул çитнине паллă турĕç. Çакăнта Тавăт ялĕнче пурăнакан Иван Николаевич Николаевăн тÿпи те пур. Вăл 1921 çулхи авăнăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансанах фронта тухса кайнă. Вăрçă çулĕсенче виçĕ хут аманнă.1942-1944 çулсенче Ленинград хулишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Çакăншăн «Ленинграда хÿтĕ-ленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. И. Николаевăн Польшăна ирĕ-ке кăларнă, Берлина илнĕ çĕре те хутшăнма тивнĕ. 1946 çулхи çу уйăхĕнче тăван килне таврăннă. Ентешĕмĕре орден-медальпе чысланă. Иван Николаевич мăшăрĕпе пĕрле 5 ачана çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 января 2015
15:56
Поделиться
;