Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Снегоход» операци пырать

Техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăнине, техника хăрушсăрлăхне, çул тăрăх çÿрекен «АI» категориллĕ мототранспорт хатĕрĕ çут çанталăк çине витĕм кÿнине, çул çине тухмалли правилăсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе çулленех районта «Снегоход» профилактика операцине ирттеретпĕр. Кăçал ку мероприяти кăрлачăн 20-мĕшĕнче пуçланчĕ, нарăсăн 25-мĕшĕччен пырать.

Уйсем тăрăх юр çийĕн хăвăрт çÿрекен техникăна асăрхаман çын çук пулĕ. Ку хăватлă агрегатпа йĕлтĕр йĕрне хываççĕ, сунара çÿреççĕ. Унпа уçăлса çÿреме те меллĕ.

Районта «Снегоход» техникăн шучĕ ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра 7 единица шутланать, анчах та 4-шĕ кăна техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Апла пулсан ыттисен те техосмотрта пулмаллах. Хăватлă «Снегоход» никама та хăрушлăх ан кÿтĕр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 февраля 2015
11:34
Поделиться
;