Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спорт уявĕсене хутшăнма хатĕрленер

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов черетлĕ планерка ирттерчĕ. Кунта иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев паянхи куна Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен Олимпиадин республикăри тапхăрĕнче Элĕксен 6 призер пулнине пĕлтерчĕ. Çитес канмалли кунсенче районта иртекен пысăк спорт мероприятийĕсен йĕркипе паллаштарчĕ. Шăмат кун, нарăсăн 7-мĕшĕнче - Пĕтĕм Раççейри хĕллехи спорт вăййисен кунĕ. Вырсарни кун, нарăсăн 8-мĕшĕнче, «Раççейри йĕлтĕр йĕрĕ-2015» спорт уявĕ йыхравлать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов çак мероприятие пур ял тăрăхĕсен те, организацисемпе учрежденисен те хастар хутшăнмаллине, хĕллехи уяв илемĕ хамăртан килнине палăртса каларĕ.

Ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Прохоров кондициллĕ вăрлăх шучĕ иртнĕ эрнере 7 процент ÿснине пĕлтерчĕ. Районĕпе кондициллĕ вăрлăх 1002 тонна шутланать, ку тĕрĕслев витĕр кăларнă вăрлăхăн 61 проценчĕ.

Район больницин тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Василиса Архипова нарăсăн 5-мĕшĕнче поликлиникăра юн паракансен кунĕ пулассине хыпарларĕ. Сывă, уйрăмах çамрăк çынсене çак пархатарлă ĕçе хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова палăртнă тăрăх, 2015 çулта Литература тата К.В.Иванов çулталăкне ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 февраля 2015
11:34
Поделиться
;