Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултарулăхĕ иксĕлми, тĕрлĕ енлĕ

Юнтапари вăтам шкулта вĕренекен Анастасия Порфирьева çинчен район хаçачĕн страницисенче пĕрре мар çырса кăтартнă ĕнтĕ. Хальхинче те хастар хĕрĕн пултарулăхĕпе пурне те малалла паллаштарас килет.

Вун пĕрмĕш класра пĕлÿ илекен Настя вĕренÿре ĕлкĕрсе пырать. Предмет олимпиадисене хастар хутшăнать, тăтăшах çитĕнÿсем тăвать. Вĕренÿпе кану вăхăтне те шайлаштарса пырать. Вăл информаципе культура центрĕ çумĕнчи ташă ушкăнне тахçантанпах çÿрет, ăсталăха туптать. Унти тата шкулти мероприятисен ертÿçи те вăл. Чăвашла тата вырăсла тикĕс калаçакан хĕре тĕрлĕ ĕç шанаççĕ. Мал ĕмĕтлĕ Настя районти тата республикăри конкурссемпе фестивальсенче те хутшăнать. Яланах малтисен ретĕнче. Анастасия Порфирьева шкул пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл ачасен «Надежда» пĕрлешĕвĕн министрĕ шутланать. Хаваслă хĕр пур мероприятие те савăнăç сĕмĕ кĕртет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 февраля 2015
13:29
Поделиться
;