Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем олимпиадăра палăрнă

Пултаруллă ачасене тупса палăртса пулăшас тĕллев-пе нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе регионти олимпиада иртнĕ. Унта районти тапхăрта çĕнтернĕ Юнтапари шкулта вĕренекен Марина Дуткинăпа Тавăтри вăтам шкулта вĕренекен призерсен йышне кĕнĕ Анастасия Куликова хутшăннă. Марина Дуткина 50 балран 49-шне пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Нарăсăн 10-мĕшĕнче тăван ен культурипе те олимпиада иртнĕ. Унта Элĕк вăтам шкулĕнче 8 класра вĕренекен Наталья Волкова тата Юнтапа шкулĕнчи Елена Никандрова хутшăннă. Олимпиадăра Наталья Волкова 26 балл пухса 48 вĕренекен хушшинче çĕнтерме пултарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 февраля 2015
20:01
Поделиться
;