Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Афганецсем - шкулсенче

Нарăсăн 15-мĕшĕнче совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 26 çул çитрĕ. Элĕк районĕнчен унти çапăçусене 145-ĕн хутшăннă. Паянхи куна Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланисенчен 62-шĕ çеç пурăнаççĕ. Анчах та чылай çул иртсен те вăрçă суранĕсем сипленмеççĕ. Гражданла тивĕçе пурнăçласа пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă Олег Прокопьев (Ишпарайкка) яланлăхах пирĕн асра юлĕ.

Нарăсăн 13-мĕшĕнче Элĕкри вăтам тата Йăлкăшри тĕп шкулсенче вĕренекенсем интернационалла тивĕçе пурнăçланисемпе тĕл пулчĕç. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисем çитĕнекен ăрăва хăйсем тÿссе ирттернĕ самантсем çинчен каласа пачĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 февраля 2015
20:01
Поделиться
;