Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ярмăрккăра йÿннине туянар

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнусен мониторингĕ тата ку енĕпе татса памалли ыйтусем çинчен канашлу ирттерчĕ. Унта районти право органĕсен представителĕсем, суту-илÿ тытăмĕнче вăй хуракан предпринимательсем хутшăнчĕç.Пурне те хумхантаракан ыйтăва сÿтсе яврĕç. Апат-çимĕç хакĕсем пирки сăмах пычĕ.

- Социаллă пĕлтерĕшлĕ 40 апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене сăнасах тăратпăр. Ку енĕпе эрнесерен мониторинг ирттеретпĕр. Хăш-пĕр таварсен хакĕсем         йÿнелни палăрать, çав хушăрах хакланнă тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, шăнтнă пулă, улма-çырлапа пахча çимĕç хакĕсем ÿсни курăнчĕ, - терĕ Лидия Михайловна.

Вăл «Надежда», «Вавилон», «Русь» суту-илÿ предприятийĕсен ертÿçисене, Терентьев предпринимателе тата ыттисене те социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене питех хăпартмалла марри çинчен асăрхаттарса каларĕ.

Паллă ĕнтĕ, 2015 çулхи нарăсăн1-мĕшĕнчен шурă эрех йÿнелнĕ. Ку алкоголь продукцийĕн хакне малашне те 220 тенкĕрен ÿстермелле марри çинчен калаçса татăлчĕç предпринимательсем.

- Республикăри хуласемпе районсенче «Йÿнĕреххине туян» ятпа ярмăрккăсем иртеççĕ. Ку пархатарлă ĕçе элĕксен те хутшăнма май пур. Элĕк пасарĕнче ятарласа площадка уйăрса «Йÿнĕреххине туян» вывеска çакар. Унта халăха куллен кирлĕ таварсем сутассине йÿнĕрех хакпа йĕркелер, - ырă хушу пачĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Лайăххине, усăллине пурнăçа мĕншĕн кĕртес мар-ха; Районти суту-илÿ тытă- мĕнче вăй хуракан предпринимательсем Лидия Михайловна каланине ырласа йышăнчĕç. Элĕк ярмарккинче хăйсен таварĕсене йÿнĕрех хакпа сутма килĕшрĕç.

«Йÿнĕреххине туян» ятпа ярмăркка йĕркелес ыйтăва пăхса тухнă май, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене «Йÿнĕреххине туян» девизпа сутасси Элĕк салинчи Пушкин урамĕнче кĕçнерникунсерен иртет. Икĕ тÿлевсĕр вырăн уйăраççĕ, пĕри ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене пахча çимĕç тата çĕр улми сутма. Ятарласа шăпа янипе килĕшÿллĕн хăйĕн продукцине чи малтан 2015 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче З.А.Позинова уйрăм предприниматель реализацилет. Иккĕмĕшĕ - ООО «ВММ», виççĕмĕшĕ - Элĕкри райпо, тăваттăмĕшĕ - ООО «Русь», пиллĕкмĕшĕ - «Паркер-Н», улттăмĕшĕ - В.Н Терентьев предприниматель, çиччĕмĕшĕ - ООО «КомпАС».

Канашлу ĕçне районти полици пайĕн начальникĕн çумĕ Н.Митрофанов, район прокурорне пулăшакан А.Большова хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Вĕсем суту-илÿ йĕркине çирĕп пăхăнмаллине, таварсен хакĕсене сăлтавсăрах ÿстерсе ямалла маррине палăртрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 февраля 2015
11:41
Поделиться
;