Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спартакиадăра палăрнă

Нарăсăн 28-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕ- сенче ĕçлекенсен йĕлтĕрпе чупассипе 14-мĕш Спартакиади иртрĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе командăсем 3 ушкăнра ăмăртрĕç. Хутăш эстафета мелĕпе кашни командăран 3 арçынпа 2 хĕрарăм вăй виçрĕç. Элĕк район команди йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче харсăрлăхпа тата çивĕчлĕхпе палăрчĕ, муниципаллă ĕçченсем 2-мĕш вырăна тухрĕç.

Çулсеренех районсен командисем Спартакиадăра спортăн 12 тĕсĕпе ăмăртаççĕ. Пăшалтан тĕл перессипе, йĕлтĕрпе, хутăш эстафетăра чупассипе, сĕтелçи теннисĕпе, шашка-шахматла, мини-футболла, волейболла, тата ытти енĕпе вăй виçеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 марта 2015
14:05
Поделиться
;