Вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет
Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене тепĕр хут çемье ăшши парнеленĕ 70 çемье шутланать, вĕсенче 104 ача пурăнать. Усрав ачасене воспитани панă чухне сиксе тухнă ыйтусене пĕрле татса парас, нормативлă право акчĕсенчи çĕнĕлĕхсемпе паллашас, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе «Эпир пĕрле» усрав ашшĕ-амăшĕн клубне йĕркеленĕ.
Иртнĕ кунсенче çывăх çыннисен тимлĕхĕсĕр юлнă шăпăрлансене хăйсен юратăвне парнелекенсем Юнтапа ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕрле пухăнчĕç. Усрав çемьесем кулленхи пурнăçра сиксе тухакан ыйтусене тишкерчĕç, ачасене воспитани парассипе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета