Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

А. Макаренко орденĕпе палăртнă

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан учрежденисен 2014 çулхи ĕç-хĕлне палăртас тĕллевпе информаципе аналитика мониторингне тата РФ Президенчĕн В. В. Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне пурнăçа кĕртме пулăшса вĕренÿ аталанăвĕн пахалăхне палăртакан халăх хаклавне ирттернĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх, Элĕкри вăтам шкул «2014 çулхи Раççейри чи лайăх шкул» йышне лекрĕ. Элĕк шкулĕн коллективĕ Раççейĕн çитĕнекен ăрăвне патриотла тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ воспитани панăшăн 2015 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче кăларнă положенийĕпе килĕшÿллĕн «Çутĕç, вĕренÿ тата кăмăл-сипет аталанăвĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» Вĕренÿ аталанăвĕн Пĕтĕм тĕнчери Академийĕн общество наградипе тата Педагогика ăслăлăхĕсен А. С. Макаренко орденĕпе чыслама йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2015
11:56
Поделиться