Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мăшăрланакансем нумайланнă

Иртнĕ кунсенче нарăс уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе районти демографилле лару-тăру мĕнле шайра пулнине тишкертĕмĕр. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал ачасем сахалрах çуралнă, 9 çемьене çеç çĕнĕ кайăк вĕçсе кĕнĕ. 2014 çулта вара 19 пепкене регистрациленĕччĕ. Иртнĕ уйăхра кун çути курнă шăпăрлансенчен 5-шĕ арçын ачасем.

Пурнăçран уйрăлакансен шучĕ те пĕлтĕрхи çак тап- хăртипе танлаштарсан нумайрах. 25 çын вилнине палăртакан документ панă (2014 çулта - 22). Арçынсен пурăнаслăхĕ вăтамран 60 çулпа танлашать пулсан, хĕрарăмсен - 85 çул.

Нарăс уйăхĕнче 5 мăшăра регистрацилерĕмĕр. Пĕр мăшăр уйрăлчĕ, пĕлтĕр кун йышши 3 тĕслĕх пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2015
11:56
Поделиться
;