Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Музейра - тĕрĕсен куравĕ

Элĕкри музейра «Тĕрĕ тĕрлетпĕр» курав ĕçлет. Ăна Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе уçрăмăр. Экспозици хатĕрлес ĕçе «Ал ăстисем» кружока çÿрекен тĕрĕ тĕрлекенсем активлă хутшăнчĕç. Вĕсем музея килекенсем валли хăйсен чи лайăх ĕçĕсене тăратрĕç. Кусем курав залĕнче 80 экземпляр ытла. Музейра тĕрлĕрен çĕнетнĕ çĕвĕсемпе те паллашма пулать. Курава хутшăнакан авторсем - чăн ăстасем. Район больницинче ĕçлекен Роза Семеновăна палăртма кăмăллă. Вăл хитрелĕхе курма пĕлет, çынсене ăнланма тăрăшать, пулăшма та хатĕр.

РФ Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн специалисчĕ Людмила Андреева хăйĕн ĕçĕсене пĕрремĕш хут тăратрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2015
11:56
Поделиться
;