Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Усăллă тĕлпулусем

Пирĕн районта ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацине 1987 çулхи юпа     уйăхĕнче туса хунă. Унăн председателĕ пулма Егор Иванова суйланă. Ун хыççăн пĕрлехи йыш тилхепине Ефим Матвеев, Прохор Козлов, Александр Ананьев тытса пынă. 2010 çулхи юпан 6-мĕшĕнче иртнĕ районти ветерансен конференцийĕнче ветерансен ертÿçи пулма мана шанчĕç.

Ветерансен организацийĕ тепĕр икĕ çултан 30 çул тултарать. Унăн историйĕ интереслĕ, ырă ĕçĕсемпе, пулăмсемпе палăрать. Кăçалхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче пирĕн района ветерансен сумлă делегацийĕсем килни те паллă вырăн йышăнать. Хăнасем пирĕн ĕçсемпе тĕплĕн паллашрĕç, пур енлĕ пăхса тухса лайăх хак пачĕç. Делегаци ертÿçи Анатолий Пукки Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине тивĕçлĕ кĕтсе илесси пирки чарăнса тăчĕ. Элĕк район администрацийĕпе районти ветерансен канашĕ ку енĕпе план туса хатĕрленĕ. Аслă Çĕнтерÿ çинчен ачасене тĕплĕ ăнлантармалли çинчен каларĕ Анатолий Пукки.

Историллĕ тĕрĕслĕхе вараламалли марри çинчен калаçрĕç. Аслă ăрури çыннăмăрсем хăйсене шеллемесĕр Тăван çĕршыва сыхласа хăварни - çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх.

Районти ветерансен хорĕ шкулсенче пулса концерт кăтартать, ветерансем шкул ачисемпе калаçусем ирттереççĕ, çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама пулăшаççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2015
11:56
Поделиться
;