Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вилĕмсĕр поэма пĕрлештерчĕ

Элĕкри вăтам шкулта Литература тата К.В.Иванов çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Шкул ачисем вĕрентекенсем пулăшнипе «Константин Иванов - чăваш литературин классикĕ» кĕнеке куравне йĕркелерĕç. Сăрă ăстисем «Нарспи» поэма тăрăх ÿкерчĕксем хатĕр-лерĕç. Поэзи каçĕнче илемлĕ вулакансем вилĕмсĕр поэма сыпăкĕсене каласа тупăшрĕç. Н.Иванова, В.Шлябина, И.Семкина, Е.Никитина чи маттуррисем пулчĕç. «Эсир «Нарспи» поэма авторне пĕлетĕр-и;» викторина классик пултарулăхĕпе интересленекенсене тупса палăртрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 марта 2015
14:43
Поделиться
;