Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Библиотекăна кĕнеке парнеле

Элĕкри ача-пăча библиотекинче «Библиотекăна кĕ- неке парнеле» ыркăмăллăх акцийĕ малалла пырать. Библиотека фондне пуянлатас, ачасене çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма майсем туса парас тĕллевпе йĕркелетпĕр те ăна. Асăннă акци тапхăрĕнче çынсенчен хăйсен килĕсенче упранакан вуласа тухнă кĕнекесене йышăнатпăр. Çавăн пекех кăмăл пуррисем пĕчĕккисене валли илемлĕ классика тата ача-пăча литературине те парнелеме пултараççĕ.

Акци пуçланнăранпа пирĕн вулавăша 57 экземпляр кĕнеке парнелерĕç. Ку ĕçре уйрăмах Элĕкри вăтам шкулта 5-мĕш «в» класра вĕренекен Евгения Филиппова, Элĕкри Платоновсен çемйи, чăваш çыравçи Сергей Павлов тата Наталья Мазюкова поэтесса пуçарулăх кăтартрĕç.

Чи лайăх класс ертÿçи - Элĕк шкулĕнчен

Мартăн 13-мĕшĕнче Элĕк шкулĕнче 2015 çулхи чи лайăх класс ертÿçисен республикăри конкурсăн муниципалитет тапхăрĕн куçăмлă турĕ иртрĕ. Унта районти 7 шкулăн класс ертÿçисем хутшăнчĕç.

Эксперт комиссийĕ ĕç программисен презентацине, «Вĕренекенсемпе калаçни» уçă мероприятие, «Эпĕ - класс ертÿçи» пултарулăх конкурсне хак панă, пĕтĕмлетÿ-сем тунă. Муниципалитет тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăна Элĕк шкулĕнчи Наталья Кузьмина тухнă. Чăваш Сурăм шкулĕнчи Ирина Миронова иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Юнтапа шкулĕнчи Валентина Серафимова виççĕмĕш пулнă.

Республикăри конкурсра район чысне Элĕк вăтам шкулĕн 6 «а» класс ертÿçи Наталья Кузьмина хÿтĕлĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2015
09:50
Поделиться
;