Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Депутат парнисемшĕн - ăмăрту

Вырăнсенче спорта аталантарасси, çак ĕçе çамрăксемпе çемьесене явăçтарасси çине юлашки тапхăрта пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Ураскилт тăрă- хĕнче тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Элĕк райпо Канашĕн председателĕ Юрий Александрович Харитонов парнисене çĕнсе илессишĕн çулсеренех ăмăрту иртет. Вырăнти шкул ачисем çеç мар, районти чылай вĕренÿ учрежденийĕнче ăс пухакансем, спорта юратакансем пухăнаççĕ кунта.

Иртнĕ эрнере те Ю. Харитонов парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен черетлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Хăйсен çивĕч-лĕхĕпе хастарлăхне тĕрĕслес тĕллевлисем Элĕкри, Ураскилтри вăтам шкулсенче тĕрлĕ ÿсĕмрисем икшер команда тăратнă, мăнвылăсем те чылайăн килнĕ. 100 ытла ача вăй виçме шутланă. Çавăн пекех çывăхри ялсенчен спортпа туслă çемьесем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан çынсем йышлăн пухăннă.

Спорт уявне килнисене чи малтанах Юрий Харитонов саламларĕ. «Çак спорт ăмăртăвĕнче вăй виçес тĕллевлисен шучĕ çулсеренех ÿссе пыни савăнтарать. Кăçал кунта Йăлкăш ял тăрăхĕнчи çемьесем килни, Етĕрне районĕнчи Советскинчен уйрăм çынсем хутшăнни те кăмăлла çĕклет. Çакă сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетет. Кашнинех çитĕнÿ тума, çĕнтерÿ патне ăнтăлма сунатăп», - терĕ вăл. Çавăн пекех кунта пухăннă спортсменсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин саламларĕ. Ураскилт чиркĕвĕн протоиерейĕ Александр атте те килнисене ăнăçу сунса пиллерĕ. Асăннă мероприятие хамăр ентеш Олимп резервĕсене вĕрентсе хатĕрлекен шкул директорĕн çумĕ Олег Андреев, хăвăрт утассипе Олимп вăййисен пăхăр медальне тивĕçнĕ Владимир Андреев, Мăн Вылăри пĕртăван Геннадийпа Виктор Семеновсем те килнĕ.

Чи малтанах старта çемье командисем тухрĕç. Ашшĕ-амăшĕ тата 14 çула çитмен ача 2 çухрăм чупрĕç. Çивĕч кĕрешÿре Ураскилтри Филипповсем - 1-мĕш, Шĕнтрешри Убасевасем - 2-мĕш, Тимĕрçкассинчи Павловсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

1-4-мĕш классем хушшинчи хутăш эстафетăра Ураскилтри вăтам шкулта пĕлÿ илекенсен пĕрремĕш команди çи- вĕчлĕхпе палăрчĕ. Финиша вĕсем чи малтан çитрĕç. Элĕксен 1-мĕш команди - иккĕмĕш, ураскилтсен иккĕмĕш команди виççĕмĕш пулчĕç.

5-7-мĕш классем, 8-9-мĕш классем хушшинчи хутăш эстафетăра вара Элĕк-ри вăтам шкулта вĕренекенсен 1-мĕшпе 2-мĕш командисем харсăрлăхпа тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем малти икĕ вырăнсене йышăнчĕç. Ураскилт шкулĕн 1-мĕш командин виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.

10-11-мĕш классем хушшинчи эстафетăра вара каллех элĕксене çитекенни пулмарĕ. Ку хутĕнче ăмăртăвăн куçса çÿрекен кубокне Элĕк спортсменĕсем çĕнсе илчĕç.

18 çулхи тата унран та аслăрах арçынсем хушшинче вара Етĕрне районĕнчи Советскинчи Федоров чи малтан финиша çитрĕ. Хĕрарăмсенчен асăннă ушкăнра малти вырăна Шĕнтрешри Валентина Убасевăпа Элĕкри Арина Вонифатьева пайларĕç.

50 çултан иртнĕ арçынсем хушшинче Йăлкăшри С. Петров, хĕрарăмсенчен Советскинчи Федорова финиша чи малтан çитрĕç.

Кашни çĕнтерÿçĕнех район депутачĕ медальпе, дипломпа тата парнепе чысларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2015
09:50
Поделиться
;