Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Республика чысне хÿтĕлеме каять

Республикăри хими олимпиадинче Элĕкри вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Александр Свистков тантăшĕсем хушшинче мала тухнăччĕ, района Чăваш Ен шайĕнчи кăçалхи пĕрремĕш çĕнтерÿпе савăнтарнăччĕ. Çак кунсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен шкула тепĕр савăнăçлă хыпар çитнĕ: пултаруллă вĕренекене республика чысне хÿтĕлеме яма йышăннă. Александр Свистков ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Новороссийск хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри хими олимпиадине хутшăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2015
09:50
Поделиться
;