Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Михаил Игнатьев: «Элĕксен вăй-хăват пур»

Мартăн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк районне çитсе килчĕ. Вăл район пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе тата пуçлăхĕсемпе ирттернĕ тĕлпулăва çавăн пекех вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ванеркин, Владимир Мидуков хутшăнчĕçĕ

Малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 70 çул» юбилей медалĕсем пачĕ.

Унтан 2015 çулта Элĕк районĕн экономика аталанăвне тата социаллă тăнăçлăхне тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе яврĕçĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - районта шалти резервсем, малашнехи вăхăтра усă курмалли вăй-хăват пур. Ялхуçалăхра тавар туса кăларакансене патшалăх курăмлă пулăшу кÿрет, ялхуçалăх продукцийĕ туса илессине, тупăша ÿстермелли майсем çуралаççĕ.

Ял- салана тирпей-илем кÿрес, çулсене юсаса çĕнетес ыйтусем унчченхи пекех малти вырăнта. Пурте усă куракан, вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене тумашкăн Элĕк районне 5733,7 пин тенкĕ яма палăртнă. Кăçал районти 6 ялта автоçул тума пуçласшăн. Кунсăр пуçне, Элĕк салинчи Чечек тата Çамрăксен урамĕсенчи çула тума 1053 пин тенкĕ яма палăртнă, ку ĕçе 2014 çулта пуçланнă.

Финанс министрĕ Светлана Енилина доклад турĕ, 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх район бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Светлана Александровна налуксене ÿстерес енĕпе лайăхрах ĕçлемеллине палăртрĕ.

Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов 2015-2017 çулсенче районта экономикăна пĕр тикĕс аталантарассине тата социаллă тăнăçлăха тивĕçтермелли плана пурнăçа кĕрмелли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин Элĕк районĕнчи муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа тата çĕр лаптăкĕсемпе мĕнле усă курни çинчен каласа кăтартрĕ, вырăнти администрацие тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ĕçе хăш енĕпе вăйлатмалли пирки сĕнÿсем пачĕ. Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ванеркин тата Владимир Мидуков район ĕçне хакларĕç, аталану çулĕсене палăртрĕç.

«Обществăпа политикăри тăнăçлă лару-тăру – кашни çыннăн, çемьен, обществăн, çак тĕслĕхре – Элĕк районĕнче ырлăх-пурлăхĕн никĕсĕ», - терĕ Михаил Игнатьев.

Элĕк районĕнче пурăнакансем Чăваш Ен Правительстви республикăра тытса пыракан çул-йĕре ырланине палăртрĕç, Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăнма хайĕн кандидатурине тăратма сĕнчĕç.

«Новый путь» ЯХПК ертÿçи Иван Игнатьев тата районти вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Эльвира Ржанова Михаил Игнатьев республикăра тытса пыракан çул-йĕре ырласа ялшăн, унта пурăнакансемшĕн тăрăшнăшăн тав турĕç. Вăсем 2015 çулхи сентябрьте Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕнче Михаил Игнатьев тивĕçлĕ кандидат пуласса пĕлтерчĕç.



"Хыпар"
18 марта 2015
17:58
Поделиться
;