Пушар никама та шеллемест
Мартăн 17-мĕшĕнче Кармал ялĕнче кăнтарлахи 11 сехет тĕлĕнче аслă çулсенчи хĕрарăм вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран хуçалăхра пушар пулнă. Çак инкекре çурт тăрри юрăхсăра тухнă. Пушара пула кил хуçи 50 пин тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ.
Кăçал районта çулталăк пуçланнăранпа 2 пушар регистрациленĕ.
Хисеплĕ граждансем! Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ан манăр. Вут-çулăм курсан çийĕнчех 01 е 112 номерсемпе шăнкăравлăр.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета