Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕлле хурчĕн йышĕ ÿстĕр

Çулсеренех районти хурт-хăмăр ăстисене пулăшас, вĕлле хурчĕсем ĕрчетмелли çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас, хамăра пăшăрхантаракан ыйтусене татса парас тĕллевпе çуркунне тата кĕркунне канашлу ирттеретпĕр. Çак ĕçе вара специалистсене те явăçтаратпăр. Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн актсен залĕнче хурт-хăмăр ăстисен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, зоотехник, республикăри кăнтăр районсенчи хурт-хăмăр ăстисен консультанчĕ Н. Пирожков, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Куликов хутшăнчĕç. Александр Николаевич пухăннисене районти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, пухăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров агропромышленность ĕçĕн 2014 çулхи кăтартăвĕ- сем çинчен каласа пачĕ. Николай Пирожков хурт-хăмăра ĕрчетнĕ чухне усă курмалли çĕнĕ технологисем çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе вăл чăн-чăн ăста, хăйĕн хуçалăхĕнче 200 ытла вĕлле тытать. Пухăннисемшĕн выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен Элĕкри ветеринари станцийĕн врачĕ Светлана Яковлева тухса калаçни, вĕлле хурчĕсен чирĕсем тата вĕсене сăтăр тăвакансем çинчен каласа пани уйрăмах усăллă пулчĕ. Çавăн пекех Çĕрпÿри хурт-хăмăр ăсти-зоотехник семинара килнисене павильон типлă вĕлле хурчĕсем ĕрчетмелли опытпа паллаштарчĕ.

Районти хурт-хăмăр ăстисемпе çыхăну çирĕпленсе пынине палăртмалла. Хăйсен ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пыма пулăшас тĕллевпе май килнĕ таран кулленхи ĕçре кирлĕ таварсене кÿрсе килессине йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кун йышши семинарсем ирттерни «ылтăн хурт» ĕрчетекенсене çĕнĕлĕхсемпе паллашма, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тивĕçлĕ хурав тупма май парать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 марта 2015
10:07
Поделиться
;