Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Физика учителĕ республикăра палăрнă

Чăваш Республикинчи вĕренÿ институчĕ физика урокĕсене вĕрентессине çĕнетес тата аталантарас тĕллевпе республика конкурсне ирттернĕ. Январĕн 26-мĕшĕпе февралĕн 26-мĕшĕччен республикăри физика учителĕсем çитĕнекен ăрăва вĕрентмелли методика хатĕрленĕ. Унта физика урокĕсене, класс тулашĕнчи занятисене, аталану программисене, электрон тата ытти материалсене тăратнă. Асăннă конкурса Элĕк районĕн- чи шкулсенче вĕрентекенсем те хутшăннă.

Эксперт ушкăнĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. «Электрон вĕренÿ-методика хатĕрлевĕ» номинацире Тавăтри вăтам шкулта физика урокĕсене ертсе пыракан Валентина Нестерова палăрнă. Ăна 2-мĕш степеньлĕ дипломпа чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2015
08:34
Поделиться
;