Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Территорисене тасатмалла

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов черетлĕ планерка ирттерчĕ. Вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев мартăн 26-28-мĕшĕсенче «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисемшĕн бокс енĕпе республика турнирĕ иртессине пĕлтерчĕ.

Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси мĕнле пынипе ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров паллаштарчĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕ- сем 163 тонна элита вăрлăх туяннă. Минераллă удобренисене 830 тонна кÿрсе килме палăртнă пулсан, хальлĕхе 424 тонна янтăланă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те 80 процент хатĕрленĕ.

Ĕçсен управляющийĕ Зиновий Федоров мартăн 27-мĕшĕнче районта Администраци кунĕ иртессине пĕлтерчĕ. Ĕçлĕ ушкăнсем Ураскилт, Тавăт, Тени, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулĕç.

Полици уйрăмĕн начальникĕ Андрей Константинов районти оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Çуркунне çитнĕ май паянхи куншăн территорисене тасатса тирпейлесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Вăл район больницин тĕп врачне Василиса Архиповăна çирĕплетнине пĕлтерчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2015
08:34
Поделиться
;