Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Эсир пирĕнпех юласса шанатпăр

Хаксем йĕри-тавра ÿссе кайни хаçат редакцийĕсене те пырса тиврĕ. Нумаях пулмасть вулакансен пĕр пайне «Раççей почти» хаксене икĕ хут хăпартса янипе çухатрăмăр. Ун чухне хаксем ÿсни почта патшалăх енчен пулăшу илме пăрахнипе çыхăннă. Хамăр енчен министерствăра та ĕçлĕ тĕлпулусенче пĕрре кăна мар ĕçтешсемпе хаксене чакарасси пирки ыйту çĕклерĕмĕр. Хаксем хăпарнине кура пирĕн хаçатсене кунсерен вулакан патне çитерекен почтальонсен ĕç укçине пысăклатма та сĕнсе пăхрăмăр, мĕншĕн тесен хаçата çырăнасси вĕсенчен те нумай килет. Шел, хальлĕхе лав вырăнтан тапранмасть-ха.

Тĕрĕссипе, хамăр района илес пулсан хаçата çырăннисенчен 90 проценчĕ почта урлă илсе тăрать. Вулакансене пулăшас тесе эпир хамăр енчен альтернативлă çырăнтару йĕркелерĕмĕр. Пĕрремĕш çур çулшăн ку мелпе 100 çын илсе тăрать. Вĕсем – район центрĕнче тата çывăхри ялсенче пурăнакансем – редакцие килсе илеççĕ, е эпир хамăр хаçата ĕç вырăнне çитерсе паратпăр. Çак мелпе усă курма пултаракансем чи пĕчĕк хак тÿлеççĕ. Паян вăл 171 тенкĕпе танлашать.

Иккĕмĕш çур çула илсе тăма çырăнтару кампанийĕ апрель уйăхĕнче кăна уçăлать пулин те, хаçат редакцийĕ- сем вăхăта сая яма шутламарĕç. Апрельтен почта çыхăну уйрăмĕсем хаксене ÿстерессине шута илсе (çитес уйăхран район хаçачĕн 6 уйăхри хакĕ 352 тенкĕ те 74 пус пулать) çырăнтару ĕçĕсене иртерех пуçларăмăр. Хамăр кăларăмсенче вулакана кун çинчен асăрхаттарсах тăтăмăр. Укçана перекетлеме хăнăхнисем пире илтрĕç пулĕ тетпĕр. Паянхи кун тĕлне 800 ытла çын çырăнма ĕлкĕрчĕ. Уйăх вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Апрелĕн 1-мĕшĕччен 22 тенкĕ те 74 пус перекетлеме пултаратăр. Район центрĕнче «Чăвашпичет» киоскра та çырăнтараççĕ. Кунта çырăннисене илсе тăма меллĕ пултăр тесе хамăр хаçат тухмалли кунсене те кăçал улăштартăмăр. Эпир сирĕншĕн тăрăшатпăр, çакна кура эсир те пирĕнпех юласса шанатпăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 марта 2015
14:48
Поделиться
;