Право йĕркине ăнлантарнă
Çитĕнекен ăрăва право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарас, саккуна пăхăнманшăн шкул ачине мĕнле явап тыттарма пултарнине каласа парас, преступлени çулĕ çине тăма пултаракан ачасене тупса палăртас тĕллевпе «Полици тата ачасем», «Пирĕн ачасен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн» тата «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акцисем иртеççĕ. Çак тапхăрта районти больницăн врач нарколо- гĕпе Г. Степановăпа, район администрацийĕн çула çитменисен комиссийĕн тĕп специалисчĕпе Н. Терентьевăпа, вĕренÿ пайĕн социаллă педагогĕпе Т. Егоровăпа участок уполномоченнăйĕсем шкулсенче вĕренекенсемпе тĕлпулусем ирттерчĕç. «Ачасен прависемпе тивĕçĕсем», «Саккунсăр майпа наркотиксене сутнăшăн уголовнăй тата адиминистраци мелĕпе явап тыттарасси çинчен» темăсемпе калаçнă. Район территорийĕнче наркотикла япаласемпе, спайссемпе усă курнă тĕслĕхсене тупса палăртман.