Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Каникул вăхăтĕнче - музейра

Юнтапари вăтам шкулти 8-9 классенче вĕренекенсен ушкăнĕ çуркуннехи каникул вăхăтĕнче Шупашкар хулинчи трактор историйĕн наукăпа техника музейĕнче пулчĕ.

Музей директорĕ - пирĕн ентеш Альберт Николаевич Сергеев. Вăл Татмăш ялĕнче çуралнă.

Музей экспозийĕ тракторăн пуян историйĕн экспоначĕсен пуххи çеç мар, интерактивлă центр та. Кунта экскурсисем, лекцисем, конференцисем тата семинарсем ирттереççĕ.

Вĕренекенсем машина тата трактор тăвакансен ĕçĕпе çыхăннă профессисемпе паллашрĕç. Ку практика занятийĕ шкул ачисемшĕн питех те усăллă пулчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2015
09:31
Поделиться