Палăк тавра пухăнтăмăр
Пирĕн Качалав ялĕнче те палăк пур. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, паянхи ырă пурнăçшăн хăйсене шеллемесĕр вăрçă хирĕнчех пуç хунисене халалласа çĕкленĕ. Ку енĕпе ялти хисеплĕ çын Юрий Терентьев уйрăмах тăрăшуллă пулчĕ. Çак кунсенче палăк таврашне юртан тасатса тирпейлерĕмĕр. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса килнĕ май кунта ял çыннисемпе пухăнса калаçрăмăр. Малтанах эпĕ ялти ветерансен организацийĕн ертÿçи пулнă май сăмах илтĕм. Аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă калаçăва ял çыннисем те хутшăнчĕç.
- Вăрçă паттăрĕсене манмалла мар, яланах асра тытса пурăнмалла. Ку енĕпе çамрăксене патриотизмла воспитани парассине вăйлатмалла, - палăртрĕç ял çыннисем.
Юрий Терентьев хăйĕн ашшĕн, Лев Терентьевăн (хăй вăхăтĕнче районта яваплă должноçсенче ĕçленĕ) вăрçăри тертлĕ çулĕсем çинчен каласа пачĕ.
Ял çыннисем çĕршывăн тăнăçлăха тытса пыракан политикине ырларĕç. Çав вăхăтрах Украинăри вăрçа сивлерĕç. Юлашкинчен çакна та палăртмасăр иртеймĕн. Пирĕн ялтан вăрçа 87 çын хутшăннă. Питĕ шел, чылайăшĕ тăван килĕ- сене çаврăнса çитеймен.