Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уява пĕрле паллă тăвар мар-и?

Майăн 9-мĕшĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Аслă уява татах та тĕплĕнрех хатĕрленетпĕр. Яланхи йăлапа вăл кун палăк умне тухса паянхи тăнăç пурнăçа парнелекенсене аса илетпĕр, вĕсен умĕнче пуç таятпăр, тав сăмахĕ калатпăр. Ăна тăвасси пирĕн тивĕç. Синкерлĕх ахрăмĕ 70 çул иртсен те лăпланман-ха. Çакă Çĕнтерÿ кунĕнче митинга пухăннă ветерансем çине пăхсан та курăнать. Шел, пурнăç таппине улăштараймастăн, çулран-çул вĕсем сахаллансах пыраççĕ. Анчах та эпир çакна шута илсе паянхи ветерансене тав тума пĕлетпĕр-и-ха; Вăрçă хирĕнчен таврăнманнисене тата йывăр сурансене пула пирĕнтен уйрăлса кайнисене аса илетпĕр-и; Шел пулин те, пирĕн енчен вăл яланах пулса пыраймасть. Хăш чухне майăн 9-мĕшĕнче те эпир Çĕнтерÿ кунне уявлама пурте тухаймастпăр е тухмастпăр, кăна кашни хăй пĕлет. Канмалли кунпа усă курса пĕрисем пахчана ĕçлеме васкаççĕ, теприсен пĕр тăхтамасăрах хулана çитсе килмелле, виççĕмĕшĕсен те сăлтав тупăнать. Кăна аслисем тăваççĕ, вĕсене пăхса ачасем те хăнăхаççĕ. Палăк патне пухăннине вăхăта сая яни тесе шутлаççĕ пулас. Анчах та пурте пĕрле пухăнса çĕнтерÿçĕ салтака тав тунипе, хамăрпа юнашар çуккисен ячĕсене асăнса сума сунипе эпир тăнăç пурнăç кирлине, фашизма хирĕçленине пĕлтеретпĕр мар-и-ха; Аслисем çине пăхса çамрăк ăру та вĕренсе пырать. Тепĕр чухне сăмахпа каланинчен хамăр тĕслĕхпе кăтартни самаях витĕмлĕрех пулать. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ пысăк хакпа килнине, уншăн пирĕн мăн асаттесен юнĕ юхнине кашнин пĕлсе тăрасчĕ. Майăн 9-мĕшĕнче хамăр тивĕç çинчен манас марччĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 апреля 2015
08:23
Поделиться
;