Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чуна хускатма пултарать

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурса пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Лауреатсем хушшинче пирĕн ентеш - Тени тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш академи драма театрĕн артистки Елизавета Хрисанфова палăрчĕ. «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» хисепе вăл «Синкерлĕ шăпа» спектакльте Лисави сăнарĕпе куракансен чунне витернĕшĕн тивĕçнĕ. Унпа вăл театра юратакансене савăнтарнă та, куççуль те кăларттарнă. Артистка çак роле хăйне шанса панăшăн режиссера чунтан тав турĕ.

Ентешĕмĕре çак хисепе тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2015
10:33
Поделиться
;