Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Искусство шкулĕнче вĕренекенсем - лауреатсем

Апрелĕн 5-мĕшĕнче искусство шкулĕнче вĕренекенсем республикăри «Хавхалану» ялти çамрăксен пултарулăх фестивальне хутшăнчĕç. Ăна ялти ачасем хушшинче пултаруллисене тупса палăртса вĕсене пулăшас тата хавхалантарас тĕллевпе ирттерчĕç.

«Вокал пултарулăхĕ» номинацире Ольга Егорова (ертÿçи - П. Никандрова) 1 степеньлĕ лауреат ятне илме тивĕçрĕ. «Инструменталлă пултарулăх» номинацире гармоника класĕпе иккĕмĕш вырăн Симеон Ананьев (ертÿçи - В. Терентьев) çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăна Никита Клементьев (ертÿçи - В. Терентьев) тухма пултарчĕ. Çак номинацирех фортепиано класĕпе иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Н. Павлова патĕнче вĕренекен Мария Ивановăпа Мария Егорова пайларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 апреля 2015
09:05
Поделиться
;