Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнеке эрни иртрĕ

Мăн Вылăри вăтам шкулта ачасен кĕнеке эрни вĕçленчĕ. Унта 1-4-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Чи пĕчĕккисем «Йăва» юмах кăтартрĕç. Тĕп сăнара шелленĕренех пĕрремĕшсем хăйсен юмахĕнче ăна ытти сăнарсемпе туслаштарчĕç. Иккĕмĕш вырăна «Мулкач çурчĕ» юмахпа виççĕмĕшсем тухрĕç. Иккĕмĕш класра вĕренекенсем «Çарăк» юмахпа виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. К. В. Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх тунă ÿкерчĕксен конкурсĕнче Анастасия Андачкова, Наталья Андачкова мала тухрĕç. Чи нумай кĕнеке вулакансене те асăннă мероприятире палăртрĕç. Кусем 2-мĕш класра вĕренекен Станислав Филиппов, Алексей Казаков тата Вероника Захарова пулчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2015
14:45
Поделиться
;