Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллисен йышĕнче

Апрелĕн 9-10-мĕшĕсенче Чăваш Енре «Самый классный классный» конкурсăн куçăмлă тапхăрĕ иртрĕ. Кунта хутшăнма кăмăл тунă республикăри 32 педагогран конкурс комиссийĕ 21 класс ертÿçине суйласа илнĕ. Вĕсем хушшинче Элĕк вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Наталия Кузьмина та пулчĕ. Çак кунсенче вĕрентекенсен сцена çине тухса хăйсен пултарулăхне кăтартма та, ачасемпе чи çивĕч ыйтусем тавра калаçу йĕркелеме те тиврĕ. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа Наталия Александровна Чăваш Енри чи пултаруллă 10 педагог йышне кĕме пултарчĕ. Çĕнтерÿçĕсене апрелĕн 29-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура чыслама палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2015
14:45
Поделиться
;