Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрăпа та, ташăпа та маттур

Апрелĕн 10-мĕшĕнче «Элĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕ» культура учрежденийĕнче «Чăваш Енĕн ахахĕсем» районти ачасен пултарулăхĕн пĕтĕмлетÿ концерчĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансем икшер номер хатĕрленĕ: Ю.Энтинăн сăввипе хатĕрленĕ хайлав тата чăваш халăхĕн культурипе çыхăннă номер.

Конкурса 22 номер тăратнă. Чи çамрăккисем Даниил Никонов (Чăваш Сурăм) тата София Петрова (Ехремкасси) пулнă, вĕсем «Вокал» номинацире палăрнă. Элĕкри искусство шкулне çÿрекен «Ладушки» ташă ушкăнĕ (ертÿçи Л.Ефимова) тата Алексей Осиповпа Юлия Степанова дуэчĕ «Хореографи» номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2015
14:45
Поделиться
;