Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тирпейлĕхре пурăнма хăнăхăпăр-ши?

Республикăра та, районта та тирпей- илем кĕртессипе çурхи уйăхлăх пуçланчĕ. Уйрăм çынсем хăйсем пурăнакан çурт-йĕр тавра тирпейлĕх кĕртме пуçларĕç. Организацисемпе учрежденисенче йăлана кĕнĕ йĕркепе субботниксем иртеççĕ. Хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытасси çирĕп йĕркене кĕчĕ ĕнтĕ. Шутласан, тасалăхра кăна пурăнмалла пек, çук, ирĕлсе пыракан юр айĕнчен тухакан çÿп-çап çине пăхсан ун пек шухăш сирĕлсе каять. Юрать, пылак çимĕç чĕркенĕ хутсене ачасем пăрахнă е çил вĕçтерсе килнĕ тейĕпĕр. Анчах çул хĕррипе выртакан пуш кĕленчесене е унран та ытларах çыххи-çыххипе илсе тухса пăрахнă килти çÿп-çапа курсан тĕлĕнсе каятăн.

Элĕк салинче пурăнакансен çуртсем çумĕнче ятарлă контейнерсем те   пур-çке-ха. Çула май пулманран вырăна çитереймеççĕ-ши вĕсем; Кăна хуçисем кăна пĕлеççĕ пуль. Çÿп-çап йăваланса выртни пурне те тарăхтарать. Çак çивĕч ыйтăва район центрĕнче кăна çĕклемеççĕ. Ялсенче те унпа мĕн тумаллине пĕлмеççĕ. Вĕсем унран тĕрлĕ майпа «хăтăлаççĕ». Чылайăшĕ машинăпа çула тухнă май ним именмесĕрех аслă çул хĕрне михĕ-пе е апат-çимĕç пакечĕпе çÿп-çапа лартса е персе хăвараççĕ. Кам валли-ши; Кĕске вăхăт хушшинче вĕсене йытă-кушак çурса аркатать. Куç умне каллех илемсĕр ÿкерчĕк тухса тăрать.

Хăçан эпир тирпейлĕхре пурăнма хăнăхăпăр-ши? Кашни виçĕ утăмран шăпăр тытнă çынна тăратсан та хамăр ăс-тăнпа тирпейлĕх пирĕнтен çеç килнине ăнланса илмесен йĕрке пулмĕ. Тĕрĕссипе, тирпейлĕхре пурăнас тесен çÿпĕлеме пăрахмалла кăна-çке пирĕн!



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 апреля 2015
11:40
Поделиться
;