Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем - ветерансем патĕнче

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнă май вăрçа хутшăннисене тав тума, вĕсемпе паллашма, патриотизм туйăмне вăйлатас тĕллевпе Тавăтри «Пучах» ача садĕнчи воспитательсемпе ачасем ветерансем патне хăнана кайрĕç.

Чи малтанах вĕсем Ленинград хулине хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă Иван Николаевич Николаев патĕнче пулчĕç. Хыççăн шкул çулне çитменнисем Николай Алексеевич Алексеев патне çул тытрĕç. Ачасем ветерансене çывхарса килекен уявпа саламларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç, сăвăсем вуларĕç тата сăн ÿкерĕнчĕç. Иван Николаевичпа Николай Алексеевич вăрçă çулĕсене куççульпе аса илсе каласа пачĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2015
16:23
Поделиться
;