Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнеке уявĕ иртрĕ

Иртнĕ эрнере Элĕкри тĕп библиотекăра «Вула, Элĕк Ен!» ятпа кĕнеке уявĕ иртрĕ. Ăна Регионсем хушшинчи наци кĕнекин «Кĕнеке урлă - халăхсем хушшинчи килĕшÿ патне» фестивальне халалланă. Асăннă мероприятие Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем, вулакансем, библиотекарьсем хутшăнчĕç. Вĕсем Сергей Павлов, Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан çыравçăсемпе тĕл пулчĕç. Уява килнисем «К. Иванов - чăваш литературин классикĕ», «Элĕк Ен мухтавлă çыравçисем», «Чăваш писателĕсем - ачасене» куравсемпе паллашрĕç. Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем С. Павловăн «Шупашкар кулачĕ» çĕнĕ кĕнекине презентацилерĕç. Çавăн пекех Л. Сарине, Н. Пăрчăкан ачасене валли çырнă сăввисене вуларĕç. Пухăннисене хамăр тăрăхри Любовь Шашкина (Лĕпĕшпи) поэтесса хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ, юрăсемпе савăнтарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2015
16:23
Поделиться
;