Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Акци старт илчĕ

Иртнĕ кунсенче Раççейре «Георгиевски хăю» акци старт илчĕ, вăл «Эпĕ ас тăва- тăп! Эпĕ мăнаçланатăп!» ятпа Пĕтĕм Раççейре тата тĕнчери 92 çĕршывра 8-мĕш çул итрет ĕнтĕ. Районти çамрăксем те асăннă акцие хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Элĕк салин урамĕсенче тĕрлĕ çулсенчисене Çĕнтерÿ паллине валеçсе тухрĕç, хăюсен пĕлтерĕшне ăнлантарчĕç. Ăна илнисем хăйăва çи-пуç, сумка, алă çине çыхрĕç, автотранспорт антенни çине çакрĕç. Çапла майпа çĕнтерÿçĕ салтаксене асра тытнине палăртрĕç. Çÿлерех асăннă акци районти кашни ял тăрăхĕнчех иртет.    

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивальтен - çĕнтерÿпе

Апрелĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхарĕ иртнĕ. Фестиваль программинче чăваш чĕлхипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс тата «Шевле-2015» ÿнер ăсталăхĕн конкурсĕ пулнă. Наци фестивальне хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать, район тапхăрĕнче çĕнтернĕ 50 ача икĕ номинацире хăйсен пултарулăхне кăтртнă. «Çăлтăрчăк» вăйă конкурса хутшăнакансем пилĕк станци витĕр тухнă. Фестиваль вĕçĕнче ачасен пултарулăх тупăшăвĕ, харпăр хăй сăввисене вулани пулнă. Жюри палăртнă тăрăх, чăваш программипе ĕçлекен шкулсенчен 1-мĕш вырăна пирĕн районти Юнтапа вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Елена Никандрова тухнă. Ăна конкурса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.И.Леонтьева хатĕрленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 апреля 2015
12:52
Поделиться
;