Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чернобыль ахрăмĕ паян кунчченех тăсăлать

Чернобыль АЭСĕнче синкерлĕ авари пулнăранпа 29 çул хыçа юлчĕ. Анчах та унăн ахрăмĕ паян кунчченех тăсăлать. Çак хăрушă пулăма курнă, реактора хупланă çĕре пирĕн районтан та вун-вун çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Янкурас ялĕнче пурăнакан Анатолий Васильев та пулнă.

Анатолий Васильев çав йывăр вăхăтсене халĕ те асра тытать. Чернобыль унăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă.

- Мана салтак юррипе çара ăсатрĕç. Малтанах виçĕ уйăх çамрăк салтаксен курсĕнче вĕрентĕм, унтан присяга тытрăм. ККВОра водитель пултăм. Приказ çырнă хыççăн пире Чернобыле ячĕç. Терехи хулинче связистра тăрăшрăм. Хулара вăрçăри пекчĕ, никам та юлман, шăпчĕ.   Çĕршыв хушнă, каланă - эпир пурнăçланă. Хыççăн Чернигов хулине каялла куçса водитель-электрик тивĕçĕсене пурнăçларăм, - иртнине аса илчĕ Анатолий Васильев.

Чернобыльте пулнисем юн çаврăнăш, сывлав, вар-хырăм чирĕсемпе нушаланаççĕ. Инкеке сирнĕ чух хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курнă пулин те, радиаци пайăрки кама мĕн чухлĕ лекни, малашлăхра мĕн кĕтни çинчен шухăшлама пултарайман вĕсем, вăхăчĕ те пулман.

Янкурасра çуралса ÿснĕ арçын пурнăçне ахаль ирттермен. Çар ретне тăриччен Шупашкарти профтехучилищĕре пĕлÿ илнĕ, унтан «Промтрактор» заводра токарьте ĕçленĕ, Çĕмĕрлере водителе вĕреннĕ. Анатолий Васильев чылай çул тĕрлĕ организацире водительте тăрăшнă, ют хуласене ĕçлеме çÿренĕ.

Чернобыль АЭСĕнче синкерлĕ авари пулнăранпа 29 çул çитрĕ. Анатолий Васильев - мал ĕмĕтлĕ çын. Çĕр çинче çирĕппĕн утма ăна мăшăрĕ, ачисем хавхалантарса тăраççĕ. Çулĕсем вара иртеççĕ, малалла шăваççĕ. Патшалăх Чернобыльти атом электростанцийĕнчи синкерлĕхе сирнисене пулăшма тăрăшать, хваттерсемпе тивĕçтерет. Анатолий Васильев та пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас шутпа пурăнать.

Чернобыль аварине хутшăннисем çулсеренех Элĕкри культурăпа кану паркĕнчи палăк умне чечексем хураççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 апреля 2015
12:52
Поделиться
;