Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллисене - стипенди

«Çулталăк вĕренекенĕ - 2015» конкурса районти сакăр вĕренÿ учрежденийĕ 7-10 классенче вĕренекенсенне портфолио тăратнă. Тÿресем ĕçсене çак критерисемпе пăхса тухнă: конкурссемпе ăмăртусенче, фестивальсенче, олимпиадăсенче вырăнсем йышăнни, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыни.

Элĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Ирина Иванова чи нумай балл пухса мала тухнă. Тавăт шкулĕнче пĕлÿ илекен Сергей Лаврентьевпа Елена Ярхуткина, Шĕмшеш шкулĕнче вĕренекен Никита Никитинпа Анна Удиванова, Юнтапа шкулĕнчи Марина Дуткина, Элĕк шкулĕнче ăс пухакан Анастасия Григорьева çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. «Çулталăк вĕренекенĕ - 2015» конкурс çĕнтерÿçисене Хисеп хучĕпе чыслĕç тата 10 уйăх таран стипенди илсе тăрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 апреля 2015
12:52
Поделиться
;