«Астăвăм эстафети» старт илчĕ
Аслă Çĕнтерĕве халалласа республикăра «Астă-вăм эстафети» ятлă авточупăвăн проектне йĕркеленĕ. Апрелĕн 27-мĕшĕнче вăл Шупашкарта старт илнĕ, 13 сехетре Элĕкри культурăпа кану паркĕ умне «Çĕнтерĕве 70 çул» символикăллă автомобильсен колонни çитнĕ.
Пухăннисем вăрçă çулĕсене аса илнĕ. Студентсем литературăпа краеведени халăх музейĕнче ветерансемпе тĕл пулнă, «Астăвăм кĕнекине» аса илÿсене çырнă, палăк умне чечексем хунă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета