Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕрарăмсем конкурсра палăрнă

Районти хĕрарăмсен канашĕсем обществăлла ĕçсене хастар хутшăнаççĕ. Апрель уйăхĕнче хĕрарăмсен канашĕн председателĕсен Алевтина Алексеевнăн (Тавăт) тата Наталия Гавриловăн (Чăваш Сурăм) пуçарăвĕпе хĕрарăмсем республикăра иртекен конкурса хутшăннă. Вĕсем 27 ялти 87 тăлăх арăмăн ятне уйăх ытла пусма çине тĕрленĕ. Çак ĕçре Альбина Романова, Наталия Гаврилова, Маргарита Сергеева, Надежда Артистова (Чăваш Сурăм), Алевтина Алексеева, Светлана Железнова, Вера Степанова (Тавăт) маçтăрлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Палăртма кăмăллă, Алевтина Марковнăпа Наталия Геннадьевна хĕрарăмсен канашĕсене 10 çул ытла ертсе пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 мая 2015
16:10
Поделиться
;