Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Амăшĕсене - патшалăх пулăшăвĕ

Редакцие тăтăшах çыру килет. Çынсене тĕрлĕ ыйту хумхантарать. Иртнĕ кунсенче килнĕ çырура çакăн евĕр ыйту панă: «Сенкер экранпа, радиопа тата ытти массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах Амăшĕн капиталĕ шутĕнчен 20 пин тенке алла илме май пуррине калаççĕ. Çакăн çинчен ăнлантарса парăр тархасшăн». Ыйтун хуравне Чăваш Республикин Пенси фончĕн Элĕкри уйрăмĕн ертÿçи Алина Поклакова ăнлантарса парать.

- Чăнах та, Амăшĕн капиталĕн шутĕнчен 20 пин алла илме май пур. Çак укçа-тенкĕпе мĕнле усă курасси амăшĕсенчен хăйсенчен килет. Çавăнпа та районти Пенси фончĕн уйрăмне е нумай функциллĕ центра килсе 2016 çулхи март уйăхĕччен заявлени çырма пултаратăр.  

2007 çултан пуçласа патшалăх программипе килĕшÿллĕн пирĕн районта 967 çемье Амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ.

Нумайăшĕ вăл укçа-тенкĕпе усă курнă, 566 заявлени çырса панă. Амăшĕн капиталне ытларах кил-çурт условийĕсене лайăхлатнă çĕре янă. Унпа ипотека кредичĕ тÿленĕ, çĕнĕ çурт çĕкленĕ е строительство организацийĕсене явăçтармасăр киввине юсаса çĕнетнĕ, пурăнмалли çуртăн пай строительстви çине янă, реконструкциленĕ е çурт тунă тăкака саплаштарнă. Амăшĕн капиталĕпе ачисем аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, колледжсенче вĕреннĕшĕн е общежитинче пурăннăшăн тата ача садĕнче ачасене пăхса тăнăшĕн усă кураççĕ. Пĕтĕмпе 600 пин ытла куçарса панă. Паян Амăшĕн капиталĕ 453 пин те 26 тенкĕпе танлашать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 мая 2015
13:11
Поделиться
;